Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче пурӑнакансен инфраструктурине аталантарма Чӑваш Ен Элтеперӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Укҫа парасси ҫинчен калакан хута районта иртнӗ Акатуй вӑхӑтӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Михаил Игнатьев панӑ.
Ял хуҫалӑх продукцине туса илессипе Патӑрьел районӗ республикӑра иккӗмӗш вырӑнта. «Ҫулталӑк пуҫланнӑрапа ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче сӗт суса илесси 20 процент ӳснӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тата республикӑн программисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫак тата ытти кӑтартусем района республикӑри хуласемпе районсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ районӑн обществӑлла инфраструктурине аталантарма паракан Гранта (6 млн тенкӗ) ҫӗнсе илме пулӑшнӑ», — хыпарлать асӑннӑ тӑрӑхри «Авангард» хаҫат.
Республика кунӗ умӗн фельдшерпа акушер пунктне уҫасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ку пулӑм Патӑрьел тата Пӑрачкав районӗсенче пурӑнакансене савӑнтарӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ведомство ертӳҫин ҫумӗ Светлана Ананьева район администрацийӗсен тата пульницисен элчисемпе селекторлӑ канашлу ирттернӗ. Унта модульлӗ ФАПсен строительстви пирки калаҫнӑ. Тӗп тухтӑрсене вара строительство ӗҫӗсен графикне хатӗрлеме хушнӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 10 ФАПра строительство графикпе килӗшӳллӗн пулнине пӗлтерет. Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче тата Пӑрачкав районӗнчи Куславкка ялӗнче ФАПа Республика кунӗ умӗн уҫӗҫ.
Сӑмах май, ҫулталӑк вӗҫнелле республикӑра 25 ФАП туса пӗтермелле.
Районсенче пулакан «Акатуй» ӗҫпе юрӑ, спорт уявӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫав кун вӑл 15 районта уяв кӗрлӗ. Тепӗр кунне Елчӗкпе Патӑрьел районӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче уявлӗҫ. Пӑрачкав районӗнче вӑл Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, иртӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тихвин ярмӑрккипе пӗрле уявлӗҫ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланӑ. Сӑмах май. Уяв мероприятийӗсене паян Правительствӑн планеркинче тишкернӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ. Акатуйсемпе Сапантуйсене вӑл наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑ.
Чӑваш Енре килекенсемпе кунтан каякансене республикӑн статистика органӗ кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхпа шутласа пӑхнӑ та, ют урӑх ҫӗре каякансем пирӗн тӑрӑха килекенсенчен ытлараххи палӑрнӑ. Миграци енчен ҫапла вара пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 758 ҫын сахалланнӑ.
Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен 4 977 ҫын кайнӑ, региона 4 219-ӑн килнӗ.
Урӑх ҫӗре кайнисенчен питӗ пысӑк пайӗ, 470 ҫын, ҫӗршывӑмӑрӑн урӑх регионне ҫул тытнӑ. Ытти ҫӗршыва 277-ӗн кайнӑ.
Пирӗн тӑрӑха килнӗ 4219 ҫынтан 3268-шӗ — урӑх регионсенчен, 951-шӗ — ытти ҫӗршывран.
Хулара пурӑнакансен йышӗ 594 ҫын хушӑннӑ. Ялтисен йышӗ 1352 ҫын чакнӑ. Елчӗк, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен ытларах куҫса каяҫҫӗ. Ҫынсенчен ытларахӑшӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене тата Шупашкар районӗсене куҫса килеҫҫӗ.
Патӑрьел райнӗнче ҫуралса ӳснӗ, Нижневартовскра ҫемйипе 10 ҫул ытла пурӑннӑ арҫынна тайгара персе вӗлернӗ. Вӑл ун чухне сунарта пулнӑ.
Ханты-Манси автономи автономи округӗнчи следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. 42 ҫултискере асӑрхамасӑр пенӗ. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫыннӑн виллине тӑван тӑрӑхне паян илсе килнӗ.
Патӑрьел районӗн арҫынни сунара упа тытма юлташӗпе кайнӑ. Лешӗ асӑрхамасӑр ӑна пенӗ. Пуля витӗрех тухнӑ. Пирӗн ентеш пульницӑра темиҫе сехетрен вилнӗ.
Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе «Асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫыннӑн икӗ ачипе арӑмӗ тӑлӑха юлнӑ.
Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенче Чӗмпӗрти аслӑ шкулӑн лицей класӗсем уҫӑлмалла. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен унта Чемпӗрти патшалӑхӑн техника университечӗн класӗсем ачасене йышӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ хыпара «Media73» портал хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем тата шкул директорӗсем аслӑ шкулпа ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Лицей класӗсенчен пӗри Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулта, тепри Шӑмӑршӑ районӗнче уҫӑлӗ. Патӑрьелте информаципе технологи профилӗллӗ пулӗ, Шӑмӑршӑра - физикӑпа математика. Лицей классенче таврари ялсенчи ачасем пӗлӳ пухӗҫ. Унтан вӗренсе тухсан вӗсен Чӗмпӗрти шкулта пӗлӗве туптас шанчӑк пысӑк.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
Патӑрьел районӗнче пӗр арҫын храмри укҫана вӑрланӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнчи храм настоятелӗ полицие пынӑ, храмран укҫа ҫухални пирки пӗлтернӗ.
Чӑннипе, храма килен-каян ещӗке хунӑ укҫа-тенкӗ ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех ҫухалнӑ. Анчах ун чухне полицирен пулӑшу ыйтма шухӑшламан, вӑрра хӑйсем тупма хӑтланнӑ. Анчах усси пулман.
Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫын йӗрӗ ҫине укнӗ. Вӑл – Елчӗк районӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын. Вӑл укҫа вӑрланине тунман. Ӑна арҫын эрех-сӑра ӗҫсе пӗтернӗ-мӗн.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ 72 ҫул тултарнине анлӑ паллӑ тунӑ. Вӗсен савӑнӑҫӗ чикесӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен ялта асӑну палӑкӗ уҫӑлнӑ.
Ку парне — Решид Санзяпов фермерӑн. Вӑл пулӑшнипе Чӑваш Ишекӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ.
Митинга шкул ачисем, вӗрентекенсем, ял ҫыннисем, хӑнасем пухӑннӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хурса пуҫ тайнӑ.
Шел те, фронтовиксен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Кӑҫал Патӑрьел районӗнче 30 ветеран ҫеҫ Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ.
Етӗрне районӗнче — ҫӗнӗ прокурор. Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Генпрокурорӗ кун пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, малашне ку должноҫе юстицин аслӑ советникӗ Фуражников Юрий Алексеевич йышӑнать. Вӑл 55 ҫулта.
Юрий Алексеевич Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ, унтах ӳснӗ. Етӗрне районне куҫариччен вӑл Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсен прокурорӗ пулнӑ.
Юрий Фуражников ҫемьеллӗ, унӑн икӗ ача пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |